Авӑнӑн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пушар алхаснӑ. Инкек 32 ҫулти арҫыннӑн кил-хуҫалӑхӗнче пулнӑ.
Пушар сарая, утӑ упрамалли вырӑна сиенлетнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, килти выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑлма май килнӗ: 10 сурӑха, пӗр ӗненепе пӑрӑва урама илсе тухнӑ.
Ӗнер Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑк ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче вара пушара пула выльӑх-чӗрлӗх тӗп пулнӑ.
Нумай ҫул хушши чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе наукине аталантарас енӗпе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май Писательсен пӗрлӗхӗн пайташне, поэт-чӗлхеҫӗне, ӑсчаха, филологи наукисен кандидатне Петр Яковлевич Яковлева (Петӗр Яккусене) Нестер Янкас ячӗллӗ культура, искусство тата литература пӗрлӗхӗн наградӑсем парас енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ (председателӗ — Чӑваш этнокультурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ В.М. Михайлов) «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медальпе чыслама йышӑннӑ. Саламлатпӑр!
Паян Петӗр Яккусен сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ 70 ҫул тултарать. Вӑл 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Кандидат диссертацине Ӗпхӳ хулинче хӳтӗленӗ, доцент ятне – Мускавра.
«Ҫынна тиркесе, айӑпласа вӑхӑта ирттерместӗп, элексемпе интересленместӗп. «Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ», – тенӗ Библире. Ҫавна шута илсе пурӑнатӑп», – тенӗ вӑл 2014 ҫулта «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналистне Елена Атамановӑпа калаҫнӑ чухне.
«...Мана ҫынпа та ҫӑмӑл мар та,
Пӗччен тата йывӑртарах.
Те юмахри пек пурӑнатӑп,
Те мӗскӗн эп ҫак ҫӗр ҫинче», – ҫырнӑ вӑл «Эп юмахри пек пурӑнатӑп...» сӑввинче. Е тата ҫак йӗркесем мӗне тӑраҫҫӗ:
«Эй, тем те куртӑм, тем те мантӑм –
Чӗре варне вырнаҫнӑ пуль:
Ҫав кил. Ҫав пӳрт. Ҫав пилӗк кантӑк.
Кӑштах саралнӑ шурӑ тюль.
Ҫунат сарма самант ҫитет те –
Инҫе ҫул-йӗр тухать ума.
Каймашкӑн йӳнӗ те билечӗ, –
Пит хаклӑ, хаклӑ таврӑнма...»
Мурманск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине кӑҫалхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен Зоя Гайбуллова (Степанова) ертсе пыма тытӑннӑ.
Зоя Ивановна Красноармейски районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2000 ҫулта Мурманска куҫса кайнӑ. Унта вӑл «Норникель» предприятире тӗп инженер пулса тӑрӑшать.
Мурманскри чӑвашсен ҫӗнӗ ертӳҫи 1987 ҫулта Шупашкарти строительсем хатӗрлекен техникумран вӗренсе тухнӑ, Питӗр хулинчи шыв коммуникацийӗсен университечӗн Мурманскри уйрӑмӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Зоя Гайбуллова (Степанова) тӑван тӑрӑхпа та ҫыхӑнӑва татман. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Мурманск тӑрӑхӗнчи чӑвашсене пӗр ҫӗре чӑмӑртассипе ҫине тӑрать, тӗрлӗ мероприяти ирттерет, тӑван халӑхӑмӑр культурипе ыттисене паллаштарать.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче кӗрхисене акма тытӑннӑ. Кӗрхисем валли 67,4 пин гектар ҫӗр, е планпа пӑхнин 64,4 процентне, хатӗрленӗ. Кӗрхисене акма 5 районта тухнӑ. Вӗсене 435 гектар (2019 ҫулхи ҫак кун тӗлне – 1,1 пин гектар) акнӑ.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырасси те малалла пырать. Хальлӗхе 95,4 пин гектар вырнӑ, е планпа пӑхнин 32,7 процентне. Тӗштырӑна 332,4 пин тонна тӗшӗленӗ. Тухӑҫ вӑтамран гектар пуҫне 35,0 центнер тухать. Чи пысӑк тухӑҫ – Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсенче. Унта гектартан 48,9 тата 41,5 центнера ларнӑ.
Красноармейски районӗнчи Ямайкасси ялӗнче ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Ҫулӑм ачасен айӑпӗпе алхаснӑ.
Пушар 64 ҫулти арҫыннӑн кил хуҫалӑхӗнче алхаснӑ. Унӑн 6-ри тата 10-ри ывӑлӗсем шӑрпӑкпа вылянӑ. Вӗсем пӳртре шӑрпӑк тупнӑ та хӑмаран ҫапса тунӑ сарая чӗртсе янӑ. Унта вара михӗсене тултарнӑ пӑчкӑ кӗрпи упраннӑ. Пушара сӳнтерме икӗ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Ҫулӑма часах сӳнтернӗ.
Сӑмах май, кӑҫал ачасен алхасӑвне пула республикӑра 11 пушар тухнӑ. Инкек ан тухтӑр тесен шӑрпӑка шӑпӑрлансем курмалли вырӑна ан хурӑр.
Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.
«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.
«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.
«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1936 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 76 ҫын хушӑннӑ. Паян валли тепӗр 40 ҫын сывалнӑ. Вилнисем ҫук, кӑтарту унчченхи пекех - 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ – Шупашкарта (596 ҫын). Етӗрне районӗнче – 154, Канаш районӗнче (Канаш хули те кӗрет) – 120, Шупашкар районӗнче – 99, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 97, Ҫӗмӗрле районӗнче – 91, Патӑрьел районӗнче 77, Муркаш районӗнче 69, Вӑрмар районӗнче – 68, Тӑвай районӗнче 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Ытти районта инфекциленнисен йышӗ 50 ҫынран сахалрах. Чи юлашки вырӑнта – Куславкка районӗ. Унта 6 ҫын чирленӗ. Ун умӗн – Красноармейски районӗ. Ку тӑрӑхра 7 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.
Ҫул ҫинчи инкексенче ҫак кунсенче виҫӗ ача аманнӑ. Красноармейски районӗнчи Карай ялӗнче ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче мотоблокпа пыракан арҫын пӑрӑх ҫине пырса кӗнӗ. Каярах мотоблок хуҫин 13-ри хӗрне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ахальлӗн ку инкек ҫиеле тухмасан та пултаратчӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм «Фольсваген-Пассат» машинӑпа кювета чӑмнӑ. Автомобильте хӗрарӑмӑн 9 ҫулти хӗрӗ пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта 6 ҫулти ача ура хуҫнӑ. Вӑл пӗр картишӗнчи машинӑсен хушшинчен чупса тухнӑ. Вӑл «Лада-Калина» машина айне пулнӑ. Руль умӗнче 61 ҫулти водитель пулнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр пулнине палӑртнӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан вӑй питти алимент тӳлеменшӗн явап тытӗ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Арҫынна 5 уйӑх юсанмалла ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн шалӑвӗн 15 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама йышӑннӑ. Ку статьяпа ҫул ҫитмен ачасене пулӑшман ашшӗ-амӑшне явап тыттараҫҫӗ.
Арҫыннӑн алимент тӳлемеллине унччен судпах палӑртнӑ. Ачисене пулӑшмалли пирки ашшӗне суд приставӗсем унччен темиҫе хут та аса илтернӗ. Анчах ашшӗшӗн ик айкки те тӑвайкки тейӗн — тӳлеме шутламан та вӑл. Арҫын официаллӑ майпа ӗҫлеме вырнаҫман тесе пӗлтерет Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн алимент парӑмӗ 320 пин тенке ҫитсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |